Ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗн директорӗ Ренада Фёдорова тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ. Тӗрӗссипе, тивӗҫлӗ канӑва унчченех тухнӑ-ха, халӗ вӑл асӑннӑ учреждение ертсе пыма пӑрахма йышӑннӑ.
Ренада Вениаминовна социаллӑ сферӑра 40 ытла ҫул тӑрӑшнӑ. Хӑйӗн ӗҫне чунтан юратакан, ӗҫшӗн хыпса ҫунакан опытлӑ пуҫлӑх пирки ӗҫтешӗсемпе ӑна пӗлекенсем нумай ӑшӑ сӑмах калама пултараҫҫӗ. Ренада Вениаминовна Раҫҫей Президенчӗн Тав хутне те тивӗҫнӗ.
Ренада Фёдорова пирки республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алёна Елизарова, социаллӑ учрежденисен директорӗсем нумай ӑшӑ сӑмах каланӑ.
Чӑвашсен федераци наци культурин автономине малашне Леонид Черкесов мар, Раҫҫей Геройӗ, Чӑваш Енӗн хисеплӗ ҫынни Николай Гаврилов ертсе пырӗ. Ҫӗнӗ ҫынна Шупашкарта иртнӗ отчетпа суйлав съездӗнче палӑртнӑ.
Леонид Черкесов автономие 2017 ҫултанпа ертсе пынӑ. Унччен ку должноҫра Геннадий Федоров пулнӑ.
Палӑртмалла: Чӑваш Ен тулашӗнче 300 пин ытла чӑваш пурӑнать.
Паян, хӑйӗн ҫуралнӑ кунӗнче, Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Борис Клементьев ӗҫрен хӑйӗн ирӗкӗпе каясси пирки заявлени ҫырнӑ. Паян вӑл 53 ҫул тултарнӑ.
Борис Клементьев ку должноҫре 2021 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен 25-мӗшӗнченпе ӗҫленӗ. Вӑл Красноармейски районӗнчи Янмурҫин ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Икӗ аслӑ пӗлӳ илнӗ. Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче тӗп налук инспекторӗ пулнӑ, кайран "Газпром межрегионгаз Шупашкарӑн" Ҫӗрпӳри территори уйрӑмне ертсе пынӑ.
Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ пулма Марина Лежнинана ҫирӗплетнӗ. Йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев ӗнер, ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Тӗнче тетелӗнчи уҫӑ ҫӑлкуҫсем тӑрӑх хакласан, Марина Николаевна Лежнина ятлӑ хӗрарӑм унччен Шупашкарти апатлану технологийӗпе коммерци техникумӗнче директорӑн воспитани тата социаллӑ ӗҫӗсем енӗпе заместитель пулса тӑрӑшни паллӑ.
Пилӗк ҫул хупӑнса ларнӑ хыҫҫӑн Шупашкар районӗнчи «Чӑваш бройлерӗ» предприятин птичникӗсем чӗпсемпе ҫӗнӗрен тулнӑ. Ӗҫе фабрикӑн ҫӗнӗ хуҫи — «ВДС» тулли мар яваплӑ общество — йӗркеленӗ. Вӑл предприятин унчченхи ятне, «Чӑваш бройлерӗ» бренда, упраса хӑварнӑ.
Предприятин ӗҫне ҫӗнӗрен пуҫарса ярас тата производство хӑватне ӳстерес ыйтӑва республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов Раҫҫей сенаторӗпе Николай Владимировпа тӗл пулсан сӳтсе явнӑ.
Малтанхи 50,5 пин чӗпе птичниксене ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче янӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра йыш тепӗр 123 пин пуҫ хушӑнмалла.
Предприятире хальлӗхе 36 ҫын ӗҫлет. Вӗсем — фабрикӑра унччен тӑрӑшнисемех. Чӑх-чӗп йышне ӳстерсе пынӑ май ҫулталӑк вӗҫне штата 100 ҫынна ҫитересшӗн.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче чӑвашла пӗлекен программист кирлӗ.
Институтӑн сайтӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, чӑваш чӗлхине (калаҫма тата ҫырма) тата программӑлас ӗҫе пӗлекен специалист кирлӗ. Ӗҫе официаллӑ майпа илӗҫ. Резюмене human2000@yandex.ru электрон почтӑпа ярса пама ыйтнӑ.
Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствинче кадр улшӑнӑвӗ пулса иртнӗ. Ӗнертенпе унта министр заместителӗ пулса Резеда Хуснетдинова ӗҫлеме тытӑннӑ. Резеда Минулловнӑна министерствӑри яваплӑ вырӑна шанса парасси ҫинчен калакан йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Владимир Степанов министрӑн паянхи куна илсен виҫӗ заместитель. Владимир Гладнев пӗрремӗш ҫум шутланать, Резеда Хуснетдинова тата Сергей Тоцкий — заместительсем.
Росгвардин спецназӗнче пӗртен-пӗр хӗр вертолётпа вӗҫет. Анастасия Апасейкина аслӑ лейтенант — Росгвардин спецназӗн авиаотрячӗн штурманӗ. Вӑл — Чӑваш Енрен. Анастасия «Ми-8» вертолётпа вӗҫет.
Ача чухнех Настя штурвал пирки ӗмӗтленнӗ. Унӑн ашшӗ ҫар авиатехникӗ пулнӑ май «МиГ-25» истребительсем ҫинчен нумай каласа кӑтартнӑ. Анчах ун чухне хӗрсене авиаци училищине вӗренме илмен. Настя Чӑваш патшалӑх университетне экономиста вӗренме кӗнӗ.
Кайран хӗр вырӑнти аэроклуба ҫырӑннӑ та парашютпа темиҫе хутчен те сикнӗ, «Як-52» самолётпа тата «Cessna-172» спорт самолёчӗпе вӗҫсе курнӑ. Омскри вӗҫевпе техника колледжне хӗрсене вӗренме илессине пӗлсен Анастасия тем пекех савӑннӑ.
Вӗренме кӗрес кӑмӑллисем саккӑррӑн ҫеҫ пулнӑ. Хӗрлӗ дипломпа вӗренсе тхунӑ пикене Росгвардин Тутарстанри сумлӑ авиаотряда ӗҫлеме илнӗ. Ӗҫтешӗсем пикене малтанах шанмасӑртарах йышӑннӑ, анчах тӑрӑшуллӑ хӗр пултарнине кӑтартса панӑ.
Урам шӑлакансен вӗренсе тухма тивӗ. Вӗсене урам шӑлмалли тата юр тасатмалли машнӑсемпе ӗҫлеме вӗрентсе кӑларӗҫ. Ҫакӑн ҫинчен калакан професси стандарчӗ кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ.
Ҫӗнӗ профстандарт ултӑ ҫула пырӗ. Унчченхине, 2015 ҫулта йышӑннине, халӗ пӑрахӑҫланӑ.
Ӗҫе 18 ҫултан аслӑрах, 9 класран кая мар пӗлӳ илнисене йышӑнма юрать. Ӗҫе вырнаҫакансен ӗҫ сыхлавӗпе тата пушар хӑрушсӑрлӑхпе вӗренмелле тата инструктаж витӗр тухмалла. Унсӑр пуҫне медицина тӗрӗслевӗ те кирлӗ.
Элӗк районӗнчи «Пурнӑҫ ҫулӗпе» хаҫатра Елена Тимофеева журналист пилӗк теҫетке ҫул ытла ӗҫлет.
«Журналист – хӑйне евӗр професси. Ку енӗпе ӗҫлекенӗн пурнӑҫӗ пӗр евӗрлӗ те кичем пулмасть», – тесе калать иккен Елена Савельевна.
Ӗҫ биографине вӑл кӑмакаҫӑран тытӑннӑ, кайран типографире наборщицӑра тимленӗ. 1971 ҫултанпа редакцире литература ӗҫченӗнче тӑрӑшма пуҫланӑ. Корреспондентран тӗп редактора ҫитнӗ вӑл.
Паян та хӗрарӑм район хаҫатӗнче ӗҫлет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.